Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





ĔНЕР, ПАЯН, ЫРАН («Голос крестьянина (Хресчен сасси)», Чебоксары )

Раççей пуласлăхĕшĕн

Иртнĕ вырсарни кун Чăваш Ен Президенчĕ ертсе пынă делегаци «Единая Россия» парти съезчĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă.

Съезд кун йĕркинче Владимир Путина çитес çулхи март уйăхĕн 4-мĕшĕнчи Президент суйлавне кандидата тăратасси пулнă. Сăмах илнĕ май Дмитрий Медведев президент декабрĕн 4-мĕшĕнчи суйлавра «Единая Россия» партишĕн сасăлани çак парти тăратакан кандидатшăн сасăланиех пулни çинчен каланă.

Съезда хутшăннисем пĕр саслă пулса Владимир Путина Раççей Президенчĕн кандидатне тăратнă.

Усă курса ĕлкĕрмелле

Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Вице-премьер – экономика аталанăвĕсен министрĕ Иван Моторин федераци бюджечĕн укçипе мĕнле усă курнипе паллаштарнă. Пĕтĕмпе капиталлă строительство валли Раççей хыснинчен 6, 7 млрд тенкĕ ытла уйăрма пăхнă. Хăш-пĕр объектра укçапа туллин усă курман тĕслĕхсем пур. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков республика бюджетне каялла тавăрса памалла мар укçа пĕтĕмпе 14, 4 млрд тенке яхăн килмелли çинчен пĕлтернĕ. Укçан 96 процентне илнĕ те ĕнтĕ. Трансфертсене ĕçе ямасан федераци бюджетне каялла тавăрса пама тивĕ, çавăнпа укçапа усă курса ĕлкĕрмелле.

Вăрман – халăх пуянлăхĕ

Михаил Игнатьев президент Раççейĕн пĕрремĕш вице-премьерĕ Виктор Зубков вăрмансенче пушар пулас хăрушлăх тапхăрне мĕнле ирттерсе янин тата 2012 çулхи тапхăра хатĕрленессин ыйтăвĕсемпе ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă.

Çитес çул вăрман отраслĕн ĕçченĕсене тытса тăма 117, 2 млн тенкĕ уйăрĕç. Федерацин вăрман хуçалăх агентствипе килĕшÿ тунă хыççăн хушма 25 млн тенкĕ килмелле.

Чăваш Енре вăрмансем 632 пин гектар ытла йышăнаççĕ. Кăçал ЧР Правительстви вĕсене пушарсенчен сыхлас енĕпе анлă мерăсем йышăннă. Республика бюджетĕнчен уйрăм полномочисем валли 91 млн тенкĕ уйăрнă. Мĕн пур çăл куçран Раççей Федерацийĕн вăрман хутшăнăвĕсемпе çыхăннă уйрăм полномочийĕсене пурнăçлама пĕтĕмпе 256, 1 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Юлашки 10-20 çулта вăрман хуçалăхне тытса тăма, пушарсенчен сыхланма нихăçан та çакăн чухлĕ укçа уйăрман. Паянхи тĕп ĕç – пĕлтĕр çуннă вăрмансене тирпейлесси. 1, 5 пин гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă та ĕнтĕ.

Оригинал статьи: http://atal-volga.com/Page.aspx?page=./41305/41326/41413/49162/49163/49165

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна