Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





“Кунашкал скафандр манăн та пулнă”

“Хевтесĕр ачасемпе çамрăксен реабилитаци центрĕ” РПУра сывлăха тĕреклетекенсем патĕнче ĕнер Раççей Геройĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Михайлович Бударин космонавт летчик пулчĕ. Хăна гидротерапи, адаптаци физкультурин, медицинăпа социаллă реабилитаци уйрăмĕн, сиплев физкультурин залĕсемпе паллашрĕ.

Космонавт пушă алăпа килмен - центрăн пĕчĕк пациенчĕсене реабилитацин нейроортопедин “Атлант” пневмокостюмне парнелерĕ. Вăл нерв тытăмĕн тата куçăмпа тĕрев органĕсен чирĕпе нушаланакансене кирлĕ. Костюм кĕлеткене пневмокорсетпа тивĕçтерет, ал-урана физиологи тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек вырнаçтарма май парать. Кун пек чух сусăрсем кĕлеткене йĕркеллĕ тытаççĕ, утма, калаçма хăнăхаççĕ, хусканусен килĕшĕвĕпе тĕртĕмсен тонусĕ лайăхланаççĕ.

Николай Бударин çакна палăртрĕ: “Атлант” костюм тăхăннă ачасене курнипе кăмăлăм çĕкленчĕ. Кĕçех вĕсем вăй илĕç, хăйсем тĕллĕн утма хăнăхĕç. Авиаципе космос технологийĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Кунашкал скафандр космоса вĕçнĕ чух манăн та пулнă. Пирĕн тĕл пулу çакăнпах вĕçленмĕ. Малашне те центра пултарнă таран пулăшсах тăрăп”.

Ашшĕ-амăшĕ, çамрăк пациентсен ячĕпе Николай Михайловича асăннă учреждени ертÿçи Елена Шафейкина тав турĕ, центрта сипленсе тĕрекленнĕ Виктор Ильин ÿкернĕ “Пирĕшти сăпки” картина парнелерĕ. “Космосăн çĕнĕ технологийĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе эсир пире тата тепĕр утăм тума пулăшрăр, шанчăк парнелерĕр”, - терĕ Елена Васильевна.

Валентина ИЛЬИНА ("Хыпар" )

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна