Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





"Сывлăх. Пурнăç пахалăхĕ" («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики )

"Çĕр-шывăн социаллă пурнăçĕнче сывлăха сыхласси тĕп вырăн йышăнать, - тесе палăртнă проект координаторĕ, "Единая Россия" партин Тĕп канаш Президиумĕн секретарĕ Вячеслав Володин Мускавра иртнĕ "Единая Россия" партин "Пурнăç пахалăхĕ (Сывлăх)" проект координаторĕсен регионри семинарĕнче.

- Пирĕн тĕллев - çын ăçта пурăннине тата унăн тупăш шайне пăхмасăр, ăна пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси". Проект "Единая Россия" партин лидерĕ Владимир Путин ертсе пынипе ĕçе кĕрет. Проектра палăртнипе килĕшỹллĕн муниципалитет тата регионсен шайĕнчи медицина учрежденийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетмелле, вĕсене çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтармалла. Диагностикăн çĕнĕ меслечĕсемпе анлăн усă курма тытăнмалла. Çакă çынсене патшалăх стандарчĕпе килĕшỹллĕн медицина пулăшăвĕ кỹме май парать. Проекта ĕçе кĕртме федераци бюджетĕнчен 460 миллиард тенкĕ укçа уйăраççĕ, регионсене вăл 2011-2012 çулсенче çитмелле. Больницăсене тĕпрен юсама тата реконструкци ĕçĕсене пурнăçлама 300 миллиард тенкĕ укçа уйăраççĕ. "Пирĕн партие ертсе пыракан В.В.Путин çак проекта пурнăçа кĕртессипе пуçару турĕ, ку тĕлĕшпе патшалăх укçа-тенкĕ уйăрать, проекта вăхăтра ĕçе кĕртессишĕн пирĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла, уйăракан укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курмалла, - тесе палăртнă Вячеслав Володин.

- Çак тĕллевпе регионсенчи влаç органĕсен хăйсен регионри программисене туса хатĕрлемелле тата çирĕплетмелле. Хулари е районти пĕр больница та пулăшусăр ан юлтăр тесен ĕçе тухăçлă йĕркелемелле. Çĕр-шыври кашни çын, пĕчĕк поселокра е ялта пурăнакан, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултартăр". Федерацин обязательнăй медицина страховани фончĕн йышĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене сывлăха сыхлассине модернизацилессипе ĕçлекен фонд туса хумалла. Пирĕн республикăра сывлăха сыхлассине модернизацилес тĕлĕшпе регионри программăсене туса хатĕрлес ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ. Çынсем час-час тĕл пулакан чирсене пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнине, çакăн йышши чирсенчен профилактика тăвассине тата сиплев ĕçĕсене пахалăхлă йĕркелессине тĕп вырăна хураççĕ. Тĕслĕхрен, 2008 çулта юн тымарĕсене сиплекен регионри тата пуçламăш виçĕ центр ĕçлеме пуçланă. Диагностикăн пысăк пахалăхлă технологийĕпе усă курса сиплев ĕçĕсене пурнăçланине кура 2009 çулта, 2008 çулхипе танлаштарсан, миокард инфаркчĕпе вилесси республикăра 23, 1 процент, инсультпа чирлесе вилесси 25, 6 процент чакнă. Онкологи чирĕсене сиплессипе те юлашки çулсенче республикăри кăтартусем чылай лайăхланнă. Чăваш Ен 2010 çулта "Халăха онкологи пулăшăвĕ парассине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пымалли мероприятисен комплексĕ" наци программине кĕнĕ. Чирлĕ çынсене тивĕçлĕ шайра медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе республика бюджетне çирĕплетнĕ чухне 700 миллион тенкĕ уйăрма палăртса хăварнă, онкологи центрне тунă çĕре 80 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна