Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Кашнинех пĕлеççĕ («По жизненному пути (Пурнăç çулĕпе)», Аликово)

«Единая Россия» парти председателĕ Владимир Путин премьер-министр Пĕтĕм Раççейри халăх фронтне туса хурассине пуçарнăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ – çак тытăм Чăваш Енре те вăй илме ĕлкĕрчĕ темелле. Унăн регионти координаци канашне 20 общество организацийĕ кĕнĕ. Умра – суйлавсем. Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне хатĕрленсе çак кунсенче çĕр-шывĕпех праймериз иртет. Ун çинчен «Единая Российăн» регионти политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский пресс-конференцире каласа панă.

Хăйне евĕр праймериз иртнĕ суйлав умĕн те пулнă, ун чух списокри çынсемшĕн парти картинчен тухмасăр шалта сасăланă. Халĕ вара пĕтĕм халăх праймеризĕ пулать. Кандидатурăсен списокĕ паллă – 27 çын. Пĕтĕмпе 600 суйлавçă сасăлĕ (общество организацийĕсенчен тата партин вырăнсенчи уйрăмĕсенчен – 300-шер çын). Праймеризра çĕнтернисен Дума депутачĕсен ретне тăрас шанăç пулĕ. Чăваш Енрен «упасен» 3 депутат пулма пултарать.

Кандидатсенчен 17-шĕ – «Единая Россия» членĕсем, 9-шĕ – партисен ретĕнче тăманнисем. Евгения Беликова, Николай Бударин, Николай Герасимов, Михаил Игнатьев, Константин Косачев, Юрий Попов... Вĕсене кашниех пĕлет. 14-не «Единая Россия» тăратнă, пĕри – хăй сĕннĕскер, ыттисем – общество организацийĕсен кандидатурисем.

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна