Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Праймеризра Президент – малта («Тăван Ен (Тăван Ен)», Кугеси)

Июлĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Ми­хаил Игнатьев праймериза – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине депутата суйланмалли кандидатсен фе­де­рал­лă списокне Чăваш регион ушкăнĕнчен суйланмалли кандидатсене палăртма маларах ирттернĕ халăх суйлавне – хут­шăнчĕ. Михаил Игнатьев праймериза «Пĕрлĕхлĕ Раç­çей» партийĕн регионти уйрăмĕн кандидачĕ пулса хутшăннă.

Праймериз Шупаш­кар­ти «Салют» Куль­ту­ра кер­ме­нĕн­че иртрĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх фро­н­чĕн регионти координаци канашĕн ертÿçи Валерий Андреев палăртнă тăрăх, асăннă процедурăна 28 участник тата 120 упол­номоченнăй хутшăннă. Кашни кандидат хăйĕн программи çинчен тухса каларĕ.

Михаил Иг­нать­ев хăй­ĕн сăмахĕнче рес­пуб­ли­кăн кă­­çал­­хи мак­ро­эко­но­ми­кă­ри ырă улшăнусем çин­чен ка­ла­рĕ: «Пат­ша­лăх Ка­на­шĕ нума­ях пулмасть рес­публика бюд­же­чĕ 3 мил­ли­ар­да яхăн ÿснине çирĕплетрĕ, çакă чи малтанах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тă­лăх ачасене çурт-йĕрпе ти­вĕç­терме, обществăлла ин­фра­струк­ту­рăна, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма, инноваци про­ек­чĕсене пурнăçа кĕртме каять», – терĕ вăл.

Президент çавăн пекех пат­ша­лăх пулăшăвĕн социаллă çул-йĕрĕ – халăхăн сахал тупăшлă сийне социаллă хÿтлĕх пама, вĕрентÿ тытăмне модернизацилеме, çĕнĕлле медицина пулăшăвне йĕркелеме, культура учрежденийĕсене, спорт обьекчĕсене юсама тата çĕнĕрен тума пулăшу парасси – пирки каларĕ.

Михаил Васильевич çавăн пекех халăха хумхантаракан ыйтусене те çĕклерĕ – коммуналлă çурт-йĕр хуçалăхăн япăх ĕçĕ, вĕсем хаксене ÿстерсе пыни, халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусем пирки, хаксем ÿсни тата ытти нумай ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Иртнĕ икĕ праймеризра Чăваш Ен Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине депутата суйланмалли регионти кандидатсен списокĕнче çирĕппĕн малти вырăна йышăнса пырать.Шупашкар районĕнчен асăннă мероприятие икĕ кандидат хутшăнчĕç – «Ольдеевская» агрофирма ертÿçи Евгения Беликова тата «Сельский комфорт» ОАО ертÿçи Сергей Анисимов.

Евгения Беликова та хăйĕн программипе паллаштарчĕ. Ялта çуралса ÿснĕ чăваш хĕрарăмĕ ял пурнăçне Европа çĕршывĕсенчи ялсен шайне çĕклеме тăрăшмалли пирки каларĕ: «Пирĕн халăх çĕре юратать, ĕçчен. Паянхи кун ял çыннин ĕçĕ сумлă мар, кадрсене ял хуçалăхĕнче тытса тăма çăмăл мар, уйрăмах – çамрăксене. Пирĕн «Ольдеевская» агрофирмăра ĕçлекенсем уйăхри вăтам ĕç укçи 15-20, 30 пин тенке ларать пулсан та, пысăк квалификациллĕ специалистсене çирĕплетсе хăварма йывăр. Вăхăтлăх килекеннисен вара пĕлÿ шайĕ пĕчĕк. Ял çыннин пурнăç шайне çĕклес килет. Ялти производствăна модернизацилесе çĕнĕ оборудованисемпе ĕçлемелле», – терĕ. Евгения Алексеевна. Вăл çавăн пекех фермерсен ĕçĕнчи йывăрлăхсем пирки, уйрăмах хут ĕçĕ кăткăс та нумаййи пирки чарăнса тăчĕ.

ЛЮДМИЛА САЧКОВА

Оригинал статьи: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=591&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=199231

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна