Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Ахаль почтальонка мар («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)

Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕн йышне кĕме ирттерекен малтанхи сасăлавра е урăхла каласан — праймеризра, ытларах тĕрлĕ шайри тÿре-шара хушаматне асăрхатăн.

Раççей почти сĕннĕ Ольга Иванова — пĕртен пĕр почтальонка, хăй калашле, "рабочисемпе хресченсен йышĕнчен тухнă кандидат".

Муркаш почтамчĕн Шетмĕпуç уйрăмĕнче тăрăшакан О. Иванова 600 суйлавçă хак панă 28 кандидатран 18-мĕш вырăн йышăннă. Яллă вырăнсенче тата пысăкрах кăтартупа палăрнă:13-мĕш вырăн!

О. Иванова хăйĕн программинче почта ĕçченĕсен тата ял çыннисен пурнăç шайне çĕклессине тĕпе хунă. Пĕтĕм Раççейри Халăх фончĕ йĕркеленипе иртекен малтанхи сасăлава хутшăнма кăмăл тунине вăл чунĕ ял çыннишĕн ыратнипе сăлтавланă: "Эпĕ, ялти ахаль почтальон, кашни кун 20 çухрăм утатăп, кашни киле кĕретĕп. Ял çыннин нуши-тертне алă тупанĕ çинчи пек курса тăратăп. Мана, паллах, Патшалăх Думине суйлас çук, çапах та влаç тытăмĕсенче пирĕн сасса илтессе шанатпăр".

Праймериз кăтартăвĕсене туллин пĕтĕмлетсен Чăваш Енре çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче "Единая Россия" партин регион уйрăмĕн конференцийĕнче парти сьездне кайма тата малтанхи сасăлавра нумай сасă пухнисен кандидатурисене Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕсен списокне кĕртме тата çирĕплетме делегатсем суйлĕç.

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна