Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Ялти почтальона шанаççĕ («Знамя победы (Çĕнтерÿ ялавĕ)», Моргауши )

«Почта России» федераллă патшалăх унитарлă предприяти филиалĕн – федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх праймериза хутшăнакансене пĕтĕм республикипе пилĕк вырăнта хакланă тата пĕтĕм халăхпа сÿтсе явнă.

Çавна палăртмалла. Патшалăх Думине суйланма праймериза хутшăнакансем хушшинче пĕтĕ-мĕшле илсен тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем пулнă. Ольга Ивановăн кандидатурине вара Раççей почти сĕннĕ. Вăл – рабочисемпе хресченсем хушшинчен сĕннĕ пĕртен-пĕр кандидат. Унăн программин тĕп тытăмĕ вăл почтăн рядовой ĕçченĕсен, ял çыннисен пурнăç шайне лайăхлатасси. «Çапла, эпĕ ялти ахаль почтальон кăна. Куллен 20 километр таран утма тивет. Кашни киле кĕрсе тухатăп, ял çыннин проблемисемпе ыйтăвĕсем манăн ал тупанĕ çинчи пекех. Ял халăхне курса чун ыратать», – хăй Пĕтĕм Раççейри Халăх фронтне хутшăннин сăлтавне çапларах ăнлантарса панă Ольга.

Суйлавçăсем умĕнче калаçнă чухне Ольга Иванова хăйĕн коллегисен пуçарăвĕсемпе тата сĕнĕвĕсемпе усă курнă. Вĕсем халĕ Халăх фрончĕн программине хатĕрленĕ çĕре активлă хутшăнаççĕ. Ольга почта ĕçченĕсен хăрушсăрлăхне ÿстересси, ялти почтальонсене социаллă çăмăллăхсем, предприятие вара налуксемпе çурт-йĕршĕн аренда укçи тÿлес енĕпе çăмăллăхсем туса парасси пирки каланă.

«Эпĕ республика умĕнче тунă пысăк çитĕнÿсемпе мухтанма пултараймастăп. Тен, мана Паташалăх Думин депутатне суйламĕç те. Анчах ман хыçра Раççей почтин 300 пин ĕçченĕ. Вĕсем куллен миллионшар ентешĕн савăнăçĕпе хуйхи-суйхине хăйсен чĕри витĕр кăлараççĕ. Пирĕн сасă çÿллĕ трибуна çинчен илтĕнессине эпир тивĕç. Çавна валли йĕркеленĕ те ĕнтĕ Халăх фронтне. Кашни гражданин хăйĕн чунĕнче мĕн тулса çитни пирки калама пултартăр тата ăна влаç илттĕр», – пĕлтернĕ Ольга Иванова.

Пĕтĕм халăх праймеризĕн результачĕсене официаллă майпа çирĕплетнĕ хыççăн августăн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре «Единая Россия» парти конференцийĕ иртмелле. Унта парти съездне кайма делегатсем суйлĕç тата хыççăн Патшалăх Думин депутатне суйлама сĕнекен кандидатсен списокне çирĕплетĕç.

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна