Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Праймериз вĕçленнĕ («Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары )

Пĕтĕм Раççейри Халăх фронтĕнчен РФ Патшалăх Думине кандидатсем тăратассипе суйлав умĕнхи сасăлав пилĕк площадкăра иртнĕ. Кăçалхи июлĕн 28-мĕшĕнче вăл Канашра пулчĕ.

Праймериза ирттерме ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В.Андреев хутшăннă. Унта РФ Патшалăх Думин Федераллă Пухăвĕн улттăмĕш созывне Чăваш Ен регионĕнчи федераллă списокпа депутат пулма 28 кандидат тăратнă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен суйлав умĕнхи программипе паллаштарнă. Праймериза «Единая Россия» партин пирĕн районти уйрăмĕнчен 7 уполномоченнăй хутшăннă. Тĕрлĕ районсенчи 120 уполномоченнăйран 95-шĕ асăннă праймеризра кандидатсемшĕн хăйсен сассисене панă. Юлашки тапхăрĕ Çĕмĕрлере пулнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев, РФ Патшалăх Думин халăхсем хушшинчи çыхăнăвĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ К.Косачев, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Л.Черкесов, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю.Попов, РФ Президенчĕ çумĕнчи ЧР полномочиллĕ представителĕ Г.Федоров, Президентăн перинатальлĕ центрĕн тĕп врачĕ А.Самойлова лидерсен шутĕнче.

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна