Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Тăрмăшра – ял уявĕ («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)», Янтиково )

Акатуй (вăрман вăййи теттĕмĕр ăна) – чунтан кĕтнĕ уявччĕ. Те вăрманта пулнăран, çав тери хитреччĕ унта. Канашран та, Тăвайĕнчен те, ытти çĕртен те килетчĕç суту-илÿ тума, Ленин ячĕллĕ колхоз шашлăк çитеретчĕ ял ĕçченĕсене, мала тухнă ĕçченсене парнесем парса хавхалантаратчĕ. Хуçалăх вăйлăччĕ çав ун чухне, вăрман вăййине ирттерме ытларах вăл пулăшнă. Районти уява вара Сăхăтпуç вăрманĕнче тăватчĕç. Халĕ ял уявĕ ытларах стадионта иртет. Ăна вăрманпа танлаштараймăн ĕнтĕ. Хăть ăçта иртсен те ял халăхĕ пĕрле пухăнса канни, савăнни – ырă пулăм.

Йăлана кĕнĕ тăрăх çак кунсенче Тăрмăшра ял уявĕ пулчĕ. Стадиона тасатнă, тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе, плакатсемпе илемлетнĕ, суту-илÿ йĕркеленĕ, шашлăкĕ те, пылак шывĕ те пур. Кунтах культурăпа спорт, ял пурнăçне иртнипе хальхи тапхăра сăнланă фотостендсем вырнаçтарнă. Ал-ĕç ăстисен выставкине йĕркеленĕ. Лачкасси ялĕнчен те килчĕç ал-ĕç ăстисем. Уйрăмах Венера Николаева тĕлĕнтерчĕ хăйĕн ĕçĕсемпе. Хитре тĕрĕсем, çыхнă кофтăсем тата ытти те тăратнă курава. Ачасем валли вылямалли теттесем сутрĕç.

Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Разин уяв ячĕпе саламларĕ, кĕскен ял пурнăçĕпе паллаштарчĕ, малашнехи ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Сумлă хăнасем хушшинче – район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Г.Васильев, “Акконд–çăкăр” фирма ертÿçи Н.И.Иванов. Юрий Егорович район бюджетĕнчен çул юсама 100 пин тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерчĕ тата Екатерина Алексеевана йĕлтĕр парнелерĕ. Катя Чăваш патшалăх университетĕнче 2 курс вĕренсе пĕтерчĕ, “Манăн ĕмĕт” радиопередача хыççăн ЧР Президенчĕ патне çыру çырнă пулнă. Вăл шутлама та пултарайман хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланасса. Генрих Геннадьевич ялти активисткăна, вырăнти депутата, хĕрарăмсен канашĕн тата “Единая Россия” партин вырăнти организацин ертÿçине Татьяна Васильевна Ялугинана парне парса чысларĕ. Николай Ильич спортсменсемпе артистсем валли пылак çимĕçсем илсе килнĕ.

Тăрмăшри культура çурчĕ çумĕнчи “Çăлкуç” фольклор ушкăнĕ чăвашла юрласа-ташласа, тĕрлĕ инструментсем çинче выляса савăнтарчĕ. Вырăнти артистсем уйрăмшарăн та, икшерĕн-виçшерĕн те, ушкăнпа та юрларĕç. Çамрăк юрăçсенчен Дарина Андреева “Уçăп хăйма юратать”, Надежда Семеновапа Валерия Николаева “Добрые сказки” юрăсене хитре шăрантарчĕç. Е.Матросова “Сарă кайăк”, М.Матросова “Желаю”, А.Матросов “Ан чар, хĕлхем”, “Çыру” юрăсене кăмăлпа юрларĕç. Уявпа саламлама “Тăвай ен” ушкăнĕн артисчĕсем килнĕ. В.Александрова, Р.Маркова, В.Абржина юрăçсен тата Ф.Трифонов сасă операторĕн пултарулăхĕпе те киленчĕç куракансем. Концерт программи пуян пулчĕ.

Тĕрлĕрен номинацисемпе чысларĕç ял халăхне: Н.В.Алексеевăн – “Чи лайăх хушма хуçалăх”, Л.С.Бараматован – “Чи хитре кил-çурт”, Л.А.Иванован – “Чи хитре пÿрт умĕ”. Вĕсене тав хучĕсемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Юбилейсемпе, çуралнă кунсемпе, пĕрлешнĕренпе 50 çул тултарнă ятпа саламларĕç уявра. Юрă хыççăн юрă шăранчĕ вĕсен ячĕпе. Спорт вăййи те иртрĕ, 4 кас (Шуркаç, Шаланк, Мишер, Анаткас) футболла вылярĕç. Анаткассем кубок çĕнсе илчĕç, иккĕмĕш вырăнта – шаланксем, виççĕмĕшĕнче – шуркаçсем. Маттурисене тав хучĕсемпе, укçан премипе хавхалантарчĕç. Яланхи пекех ял халăхĕ, хăнасем, спортсменсем валли шÿрпе пĕçернĕ.

Каçхине 8 сехетре Шупашкартан артистсем килчĕç. Тăрмăшра çуралса ÿснĕ Э.Табаев композиторпа пĕрле Дипендро Мани, Алена, Анастасия, А.Матросов тата ытти эстрада çăлтăрĕсем пулчĕç концертра. Фейерверк та ячĕç. Тепĕр кунне те дискотека иртрĕ стадионта.

Е.МАТРОСОВА. Тăрмăш ялĕ.

Сăн ÿкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.

Оригинал статьи: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=597&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=201551

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна