Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





ЧР ПРЕЗИДЕНЧĔ МИХАИЛ ИГНАТЬЕВ: "МĔН ПУРРИНЕ ÇУХАТСАН ПĔР ПУСА ТА ТĂМАСТПĂР" («МИГ (Самант)», Чебоксары )

Утă уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев çамрăк журналистсемпе тĕл пулчĕ, калаçу Патшалăх Канашне янă çыру тавра пулассине систернĕччĕ пулин те, Михаил Васильевич тÿрех хăть мĕн пирки ыйтма юранине, пур ыйтăва та туллин хуравлама тăрăшнине асăнчĕ. Республика ертÿçи журналистсене ирĕклĕ пулма ыйтрĕ те хăй те чунне уçрĕ ахăр. Михаил Васильевичпа унăн тăван районĕнче Мăштавăш кÿлли хĕрринче пулă яшки çинĕ май калаçрăмăр.

– Паян республикăра интереслĕ çĕнĕ спорт тĕсĕсем аталанаççĕ: калăпăр, паркурпа, джампингпа кăсăкланакан чылай. Анчах вĕсене валли ятарлă лапамсем çук. Республикăра экстремаллă спорт тĕсĕсене аталантарма палăртнă-и?

– Паян спортпа туслашмалли майсем çителĕклех, анчах халăх çĕнĕрен çĕннине вĕренсе пырать. Паркур лапамĕ кирлĕ тĕк, хула тата район влаçĕсемпе пĕрле ăна хута ямалла. Халĕ тÿрех хăш вырăнта пулассине калама пултараймастăп, анчах сирĕн сĕнĕвĕре шута илĕпĕр.

– Чĕмпĕрте канмалли кунсенче пачах эрех сутмаççĕ. Çакăн пирки мĕн шутлатăр? Республикăра ку енĕпе мĕн тума палăртнă?

– Лайăх тесе шутлатăп, анчах обществăн культура шайĕ çакăн патне çитеймен-ха. Суту-илÿ центрĕсенче сутма чарса вăрттăн тата саккунсăр бизнеса çул уçса пама пултаратпăр: сăмакун тума, спирт сутма пуçлаççĕ. Вакуум пушă пулмасть. Çакăн патне пымалла, анчах кашни утăма шутласа тумалла. Эсир Чĕмпĕрте сутманнине курни, çакăн пирки калани питĕ пĕлтерĕшлĕ.

– Михаил Васильевич, Эсир районсене нумай тухса çÿретĕр. Ял хуçалăхĕнче, медицинăра, культурăра çамрăксем çитменнине те питĕ лайăх пĕлетĕр. Вĕсене мĕнпе илĕртмелле-ши?

– Пулăмсене хитрелетсе кăтартас килмест. Чи малтан ĕç вырăнĕ кирлĕ. Çавăнпа çамрăксем хулара юласшăн, кунта условисем питĕ лайăх тесе те калаймăн. Общежитисенче пурăнма тивет, паянхи куншăн хăтлă мар вĕсем, паллах, тÿрех пурне те хваттерпе те тивĕçтерме çук. Çав вăхăтрах “Ялăн социаллă аталанăвĕ” программăпа килĕшÿллĕн, агропромышленноçра ĕçлекенсем, соцаллă тытăмра, вĕрентÿре, спортра, культурăра тăрăшакансем туянакан, хăпартакан çуртăн, çав шутра пайăн çĕклесен те (долевое строительство) патшалăхран 70: тÿлевсĕр илеççĕ. Хулара ун пек çăмăллăхсем çук, çывăх вăхăтра, ахăртнех, пулмаççĕ те. Ку енĕпе информаци çитмест-ши, пурте çакăн пирки пĕлмеççĕ пуль.

Паллах, ĕç сĕнекенрен те нумай килет. Аслăрах çултисем тепĕр чухне çамрăксене вырăн парасшăн мар е унăн квалификацийĕпе килĕшсе тăманнине сĕнеççĕ. Кунпа килĕшместĕп, пурин те пĕр пек условисем пулмалла.

– 90-мĕш çулсенче ачасен шучĕ самай чакрĕ, çавна пула чылай ача садне хупрĕç. Телее, Амăшĕн капиталне, виççĕмĕш ачашăн çĕр панине пула юлашки çулсенче лару-тăру йĕркеленет пек. Майĕпен ача сачĕсен çурчĕсене тавăрма, çĕннисене уçма та май тупкалĕç. Анчах халĕ пĕчĕк ялсенчи шкулсене хупса никĕс шкулсем йĕркелес туртăм пырать. Тепĕр темиçе çултан шкулсем çитменнипе хур курмăпăр-и?

– Эсир оптимистла пăхни савăнтарать, чăнах та, çапла пултăрччĕ. Çапах та иккĕленÿ пур, статистика та çирĕплетет. Ку çамрăксен шухăшĕ тĕк аван: кĕтнĕ ачасен çуралмалла, çамрăк, тĕреклĕ, телейлĕ çемьесен пулмалла. Нумай ачаллисем те çав шутрах. Вĕрентÿ тата сывлăх енĕпе оптимизаци пулчĕ, малалла та пырать. Ĕлĕк шкул хупăнсан ял пĕтет тетчĕç, телее, ун пек мар. Япăх шкулсене тытса тăрса питĕ нумай укçа тăкаклăпăр, мĕншĕн тесен кун пек чухне пĕр вĕренекен пуçне пĕр вĕрентекен тивет. Конкуренци пирки калаçатпăр пулсан пирĕн вăйлă, ăслă, сывă çамрăксем ÿстермелле. Ун пек пултăр тесен пахалăхлă, лайăх, пысăк шкулсем кирлĕ.

– Михаил Васильевич, эсир çамрăксене мĕнле хакланине аван куратпăр эпир. Патшалăх Канашне янă çыру тăрăх çеç мар, Правительствăна çамрăк кадрсене явăçтарнипе те. Эсир суйланă çула вырăнсенче тытса пыраççĕ-ши? Çакна сăнатăр-и? Унсăр пуçне кадрсен резервĕ пирки те пĕлетпĕр эпир. Унта çамрăксен мĕнле лекмелле?

– Кадрсен резервĕ пирки: кунта йăлт уçăмлă, республика тата муниципалитет шайĕнчи конкурссене кирек кам хутшăнма пултарать. Çамрăксем çакăн пирки пĕлеççĕ-ши? Ку урăх ыйту. Хаçат-журналта, сайтра информаци пичетленет, анчах ку енĕпе пирĕн, тен, вăйлăрах ĕçлемелле пуль.

Иккĕмĕшĕ: Раççей Федерацийĕн тĕслĕхĕпе кайăпăр. Президент патронажĕпе кадрсен резервĕ пулĕ, 100-ĕн пулаççĕ, 200-ĕн-и? Унта лайăхран лайăхраххисем пулччăр.

– Хăвăр Президент кандидачĕсен йышне мĕнле лекнĕ?

– Раççей Президенчĕн 1000 çынран тăракан кадрсен резервĕн конкурсне хутшăнтăм. Унтан – тĕрĕслев: деклараци, право хуралĕ, бизнес енĕпе. Хамăн шухăша та ыйтрĕç. Эпĕ документсем хатĕр терĕм, юрăхлă пулсан – юрăхлă, çук тăк – çук. Тĕрĕссипе, малтанхи 500 çын шутне кĕрессе шанманччĕ те. Хăрамалла мар, хăвна шанмалла. Пĕрре хутшăнса пăхмалла, тепре... Кадр резервĕ çĕнелсех пырать, акă эпĕ те часах 50 тултарăп та унтан тухăп.

– Михаил Васильевич, Патшалăх Думине кайма палăртмастăр пулсан “Халăх фрончĕн” праймеризне мĕншĕн хутшăнатăр?

– Каяс шутпа тесе ан шутлăр. Пĕрремĕшĕнчен, Президент, Патшалăх Канашĕ шаннине пĕлтерчĕ. Иккĕмĕшĕнчен, хама тĕрĕслессишĕн, халăх сасăлавĕ урлă вĕсен шухăшне пĕлес килет. Президента ларнăранпа шăпах çулталăк çитет вĕт. Халăх сасăлани мана вăй парĕ, ытти политика партийĕсем те лăпланĕç. “Игнатьев çамрăк ертÿçĕ, 100 кун тытăнса тăма пултарать-и, çук-и?” – тетчĕç. Чăтатпăр хальлĕхе, малалла та чăтăпăр.

– Мăшăрăрпа патшалăх ыйтăвĕсене сÿтсе яватăр-и? Вăл сĕнÿсем парать-и?

– Мăшăра патшалăх ĕçĕсене явăçтармастăп. Хĕрарăмăн çемьере арăм пулмалла. Малтанхи вăхăтра ун урлă ман çине тухма хăтланчĕç, киле çырусем парса яратчĕç. Яла кайсан яла та илсе пыратчĕç. Чарса лартрăм çакна. Темшĕн алран алла парсан тÿ-рех уçăмланать теççĕ, саккуна хирĕç кайса пĕрре алă пуснипе татса пама пулмасть. Йăлтах вакласа парнелесе пĕтерсен ыран мĕнпе пурнăпăр;

– “В контакте” сайтра сирĕн ятран такам страница тунă, унпа халĕ милици ĕçченĕсем интересленеççĕ. Сирĕн шутпа, ку ытлашши мар-и?

– Кунта никам та никама та кÿ-рентересшĕн мар, анчах ман ятран страница туса халăха пăтраштараççĕ – çакă хăрушă, мĕншĕн тесен кунпа экстремистсем усă курма пултараççĕ. Эпĕ милицие тĕрĕслев ирттерме нимĕнле хушу та паман.

Вăл шÿтлесшĕн пулнă, ахăр, анчах тепĕр чухне ку хака ларать. Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, Мускавра Манеж площадĕнче йĕрке пăсакансем информаци технологийĕсене пула питĕ хăвăрт тата нумайăн пуçтарăннă. Ку сиенлĕ вăй, вăл аркату илсе килет. Паян кун пек çынсене тупма йывăр мар. Калăпăр, Мега Мола, Арбитраж сучĕн çуртне бомба хунă тесе пĕлтерекенсене пурне те тытнă.

– Çамрăксен хушшинче хăйсен пурнăçне наукăпа çыхăнтарас текен те сахал мар. Анчах, шел те, вĕсем ĕçĕсене хамăр республикăра хÿтĕлеймеççĕ, мĕншĕн тесен ятарлă комисси-канашсем сахал. Ытти хулана тухса çÿреме тăкаклă. Çав канашсене кунтах йĕркелемелле пек туйăнать. Эсир мĕнле шутлатăр?

– Эпĕ те çапла шутлатăп. Çакна валли майсем те пур, халĕ Аслă шкулсен ректорĕсен канашĕ çĕнелчĕ. Сирĕн шухăша унăн председателĕ Всеволод Агаков патне çитерĕп.

– Глобализаци чăваш чĕлхишĕн хăрушă-и?

– Кирек мĕнле глобализаци те, хăть экономикăра, хăть бизнесра, хăть культурăра, теветкеллĕ пулăм. Паян Атăл çири пур республикăра та килĕштерсе пурăнаççĕ, пирĕн вăй çакăнта. Мĕн пуррине çухатсан, упраса хăвараймасан эпир, регион ертÿçисем, пĕр пуса та тăмастпăр.

Экстремистла шухăшсем пĕр-пĕрне пĕлменрен çуралаççĕ. Ахальтен-и, уявсен вăхăтĕнче преступленисен шучĕ чакать.

– Чĕлхе пирки сăмах пуçартăмăр та литература çинчен те аса илмелле пуль. Пирĕн республикăра наци чĕлхипе çыракансене грантсемпе, конкурссем ирттерсе пулăшаççĕ. Вырăсла çыракансем валли кун пек пулăшу пулĕ-ши?

– Паллах. Пирĕн икĕ патшалăх чĕлхи – вĕсем тан. Чи пĕлтерĕшли – чĕлхе тасалăхĕ. Чăвашла, анчах пахалăхсăр произведенисене çул пани – йăнăш. Хайлавсем хитре, таса, обществăшăн пĕлтерĕшлĕ пулмалла.

– Михаил Васильевич, халĕ тĕнчери чылай хаçат-журнал Интернета куçса пырать, хăшĕ-пĕри хут çинче пачах тухма пăрахнă. Ачасемпе çамрăксен кăларăмĕсен çак çулпа каймалла-ши?

– Паян, калăпăр, кÿршĕ Тутар Республикинче хуçалăхсен 58 %-ĕн компьютер пур, пирĕн унтан та сахалрах. Хаçат-журнала пĕтерсен çынсен пĕр пайне пачах информацисĕр тăратса хăварăпăр.

Информаци технологийĕ аталанни питĕ аван, кун пирки иккĕленÿ çук, анчах вулав пирки те манмалла мар. Кăçалхи бюджетра палăртнă çакна. Иртнинче те ку ыйтăва хускатнăччĕ, вĕçне çитиех татса параймарăмăр-ха. (Çуркунне журналистсемпе ирттернĕ тĕл пулура “Тантăш” хаçат редакторĕ Г.Платонова редакци бюджетне чылай çул ÿстерменни, тăкаксем вара пĕрмай ÿсни пирки, кăçал çулталăк вĕçĕччен “Тетте”, “Тантăш”, “Самант” кăларма укçа çитменни пирки каланăччĕ. – Ред.)

Пурте компьютерлă пулсан çак ыйту хăех татăлĕ, хальлĕхе, сахалтан та 3-5 çул, хут çинчи кăларăмсене тытса тăратпăр.

Паллă политиксем, ученăйсем яланах кĕнеке вуланă, вулав хăть мĕнле çĕнĕ технологипе танлаштарсан та ытларах аталантарать.

– Хăвăр экран çинче вулатăр-и е ĕлĕкхиллех хут çинче-и?

– Тĕрлĕрен, ун пек те, кун пек те. Халĕ ытларах машинăра вулатăп.

– Ачăрсен пуласлăхне мĕнлерех куратăр? Вĕсем хамăр республикăрах юлĕç-ши, пысăкрах хуласене е пачах ют çĕр-шывсене суйлĕç-ши?

– Чи малтан ман вĕсене телейлĕ курас килет. Ăçта пурăнни пĕлтерĕшлĕ мар, республика тулашĕнче пурăнсан та ăна усă кÿме пулать. Ывăл паспорт илчĕ те: “Халĕ эсĕ Раççей гражданинĕ, малашне кашни ĕçшĕн ху яваплă”, – терĕм. Ман шутпа, эпир пурте хамăра çуралса ÿснĕ вырăнта хăтлă туятпăр. Паллах, тухса çÿресе ыттисен пурнăçне курмалла, тавра курăма аталантармалла.

– Халĕ вĕсем ăçта канаççĕ?

– Ялта, ĕç воспитанийĕ пырать. Лагере кайма килĕшмерĕç кăçал.

– Паян кунта эсир килĕштерекен апат-çимĕç-и? Ытларах мĕн юрататăр?

– Эпĕ йăлтах çиетĕп. Маншăн апат сиенсĕр тата хамăр тăрăхра туса кăларни пултăр. Çемйипех пахчара туса илнипе апатланатпăр.

Надежда ЯКОВЛЕВА çырса илнĕ

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна