Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Маттур, Нина! («Знамя победы (Çĕнтерÿ ялавĕ)», Моргауши )

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче çăмăл атлетсем 20 çухрăм хăвăрт утассипе тупăшнă. Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмаш ялĕн хĕрĕ Нина Охотникова универсиадăн бронза медальне тивĕçнĕ.

20 çулти маттур пике – тĕнче спорт мастерĕ. Унран Саранск хĕрĕ Т. Шемякина 87 çеккунт маларах çитнĕ. Пĕрремĕш вырăна вара Джулия Такач Ниргес испанка тухнă. Унăн кăтартăвĕ пирĕн ентешĕннинчен 1 минут та 59 çеккунт лайăхрах.

Кашмаш хĕрĕ республикăри А. Игнатьев ячĕллĕ пĕрлештернĕ командăсен спорт хатĕрлевĕн центрĕнче Олимп вăййисен призерĕ Олимпиада Иванова патĕнче спорт ăсталăхне туптать. Çак вĕренÿ çулĕччен вара унăн тренерĕ Н. Родионов пулнă. Утă уйăхĕнче Нина Европа çамрăкĕсен чемпионатĕнчен кĕмĕл медальпе таврăннăччĕ. Спорт ăсти Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче тата Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче пĕлÿ пухать. Малашне вара хамăр ентеше татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунар.

Хам. инф.

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна