Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Хула çуралнă кунне паллă турĕ («Молодежная газета (Çамрăксен хаçачĕ)», Чебоксары )

Çурла уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче савнă хуламăр 542-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Вăл яланхиллех кăсăклă та асра юлмалла иртрĕ. Чăваш Ене ытти регионтан та хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсем Шупашкарăмăр илемĕпе киленчĕç, савăк юрă-кĕвĕ итлесе савăнчĕç.

Уяв зарядкăран пуçланчĕ

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче уяв мероприятийĕсем ир-ирех студентсен скверĕнче пуçланчĕç. Унта хулари хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе ирхи зарядка йĕркеленчĕ. Пĕрлешÿ председателĕ Ирина Клементьева спорт уявне сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан паллă çынсене чĕннĕ. Вĕсен йышĕнче - биатлон енĕпе тĕнче чемпионĕн ятне 11 хутчен тивĕçнĕ Александр Тихонов та.

Ырă пуçарăва Шупашкарти чылай предприяти ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Уява хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уçрĕ. Вăл пурне те Хула кунĕпе тата Студентсен скверĕнче универсаллă спорт площадки уçăлнă ятпа саламларĕ.

Хула çыннисемпе пĕрле ирхи зарядкăна ЧР Президенчĕн мăшăрĕ Лариса Игнатьева, хула пăçлăхĕн мăшăрĕ Надежда Черкесова, Олимп вăййисен çĕнтерÿçи Олимпиада Иванова, ушу-саньда енĕпе Европа чемпионки Екатерина Макарова тата ыттисем те тухрĕç.

6 пин çын мороженăйпа тÿлевсĕр сăйланнă

Хĕрлĕ тÿремре те “Ачалăхăн асамлă тĕнчи” проект шăпăрлансене ирех пуçтарчĕ. Унта пĕчĕкскерсем валли кăсăкли чылайччĕ. Асамçăсем, клоунсем вĕсене савăнтарма тăрăшрĕç, тĕрлĕ конкурс йĕркелерĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Сцена çинче ача сачĕсен маттурĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

“Тутлă хула” фестиваль те чылайăшне хăйĕн тавра пуçтарчĕ. Кăçал тĕп хуламăрти 8 предприяти хăйсен продукцийĕпе тÿлевсĕрех сăйларĕç. “Акконд” АУО 20 килограмм таякан канфет туса хатĕрленĕ. Ăна кÿлмекре ачă-пăчана пайласа çитерчĕç. Çак кун ашшĕ-амăшĕн енчĕкĕнчи укçа перекетленчĕ. Хула кунĕнче ватти те, вĕтти те пылак çимĕçсемпе тÿлевсĕрех сăйланма пултарчĕç. Пĕтĕмĕшле 6 пин мороженăя, 2 пин минерал тата газлă шыва тÿлевсĕрех салатрĕç. Çанталăкĕ уçăрахчĕ, ăшăнас текенсем чейпе сăйланчĕç. Куншăн кашниех хĕпĕртерĕ.

Кÿмене юмаха çавăракансен тупăшăвĕ

Кăçал çамрăк çемьесен “Аист чĕппи” конкурс виççĕмĕш хут чи пултаруллисене пуçтарчĕ. Тупăшу çуллен аталанса пынине палăртма кăмăллă. Ку хутĕнче чи илемлĕ кÿмесен конкурсне кăсăклăх кĕртнĕ. Виçĕ е тăватă кустăрмаллă велосипедсене хитрелетме те май панă.

Медведевсен çемйи кÿмене пыл хуртне çавăрнă. Ларисăна юлташĕсем пулăшнă. Вăл ăна килти юрăхсăра тухнă япаласенчен ăсталанă.

Зубовсен çемйи çăвĕпех ялта пурăннă. Ун чухне вĕсем кивĕ пальтосенчен Гена крокодилпа Чебурашка тумĕсене çĕленĕ. Çулталăк та икĕ уйăхри Александрăн амăшĕ Надежда хĕрĕ çак теттесемпе выляма кăмăлланнине пĕлтерчĕ. Çавăнпах вĕсем мультфильмри сăнарсене çаврăнма тĕв тунă та. Кÿме çав тери илемлĕ пулса тухнă. Ахальтен мар вăл çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ.

Кăçал конкурс йĕркелÿçисем патне ачасене йăтса çÿремешкĕн сарлака пусмапа /урăхла вĕсене “слинг” теççĕ/ усă куракан хĕрарăмсем çитнĕ. Вĕсем хăйсен хушшинче тупăшу йĕркелеме ыйтнă. Хĕрлĕ тÿремре пухăннисем çак кун слинг-аннесен куравне пахаларĕç, вĕсем кĕвĕ çеммипе еплерех ташланине сăнарĕç.

Ача-пăча карнавал тумĕсен, сунчăксен конкурсĕ те кăсăклă иртрĕ. Настя Смирнова тупăшăва “Эх, çулла” сунчăкпа çитнĕ. Вăл чылайăшне килĕшрĕ, кĕр кунĕсем çывхарса килнине систерчĕ.

Парадра - тематикăллă ушкăнсем

“Эпир пĕрлешетпĕр!” туй парачĕ Наци библиотеки умĕнчен пуçланчĕ. Кăçал кунта 120 яшпа хĕр хутшăнчĕ. Çураçнă хĕрсенчен çеç йĕркеленнĕскере тĕрлĕ тематикăллă ушкăнсене пайланă.

Хĕрлĕ тÿремри сцена çинче хула çыннисемпе хăнасем тĕрлĕ халăхăн туй йăли-йĕркипе паллашрĕç. Америка çамрăкĕсем туй кунĕнче тимĕр юлан ута утланаççĕ. Греци мăшăрĕсем Турăсенчен телей ыйтнине, Скандинави яшĕсем хĕрсене ташласа илĕртнине кăтартса пачĕç. Чи юлашкинчен куракансем чăваш туйĕн йăли-йĕркипе паллашрĕç. Купăспа юрланăран-ши микрофонсене чарса хучĕç. Тăван халăх юрри пачах та илтĕнмерĕ. Çакă чылайăшĕн кăмăлне хуçрĕ. Тĕп сцена çинче чăвашсене саркаланма памарĕç.

Мероприяти йĕркелÿçи Антон Андреев парадра республикăри хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме туя тĕрлĕ стильпе ирттерме май пуррине кăтартассишĕн тунине пĕлтерчĕ. Çакă пурнăçри пĕлтерĕшлĕ пулăмăн манăçми саманчĕсен шутне ÿстерессе шанать вăл.

“Эпир пĕрлешетпĕр!” парад качча тухнă хĕрсем чечек çыххисем ывăтнипе тата пĕлĕте хăмпăсенчен ăсталанă чĕрене вĕçтерсе янипе вĕçленчĕ.

Сывлăх концертĕнче пируса - канфетпа, сăрана шывпа улăштарчĕç

Çамрăксем çулталăк пуçламăшĕнчех Интернетри социаллă тытăмсенче, форумсенче пĕлтĕр шăв-шав çĕкленĕ «Кофемолка» шăпине сÿтсе яврĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăмăлне çавăрнă хип-хоп фестивальне хÿтĕлекенсем те, сивлекенсем те пулчĕç. Хĕрÿ тавлашусем «Кофемолкăна» «çăлаймарĕç». Çапах уяв йĕркелÿçисем çамрăксене кÿрентермерĕç - субкультурăсен çĕнĕ фестивальне сĕнчĕç. Унăн ячĕ хăйне евĕр - «СОК» - чи сывлăхлă концерт. Вăл Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ. Ертÿçĕ фестивале уçнă май яшсемпе хĕрсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хистерĕ:

- Кÿлмеке сăрапа пирусран «тасатар». Хулан çуралнă кунне сывлăхшăн усăллă апат-çимĕçпе паллă тăвар, - терĕ. Кăнтăрла иртсен Хĕрлĕ тÿремре волонтерсем ĕçе пуçăнчĕç. Республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакан çамрăксенчен йĕркеленнĕ юхăм хастарлăхпа палăрчĕ. Яшсемпе хĕрсем пирус туртакансен, сăра ĕçекенсен умĕнче именсе тăмарĕç. Сигарета канфетпа улăштарчĕç, кăпăклă шĕвек вырăнне таса шыв тултарнă кĕленче сĕнчĕç. Акă И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ăс пухакан Настя волонтерсен йышне лекнĕшĕн савăнать.

- Çамрăксене пирус сиенĕ пирки аса илтеретĕп. Шел те, каччăсемпе пикесем паянхи кунпа çеç пурăнаççĕ. Эпĕ пурне те пĕр калăппа виçесшĕн мар, пуласлăх пирки шухăшлакансем те пур. Хăшĕ-пĕри сăмахăмсене шÿте çавăрать. Эпĕ кÿренместĕп, сиенлĕ йăла çирĕпленсе çитмен организма хавшатнине ĕнентерме тăрăшатăп, - терĕ Настя. Çамрăксен «Smokefree» акцийĕ Хула кунĕнче кăна мар, ытти уявра та вăй илет. Ăна ирттерекенсем яшсемпе хĕрсен ăнкарулăхне ÿстересшĕн.

Фестивале пухăннисене ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Елизавета Казакова саламларĕ.

- Пурне те ырă каç пултăр! Ман умра чи пултаруллă çамрăксем тăнинче иккĕленместĕп. Сценăн сулахай енче палатка вырнаçтарнă. Кăмăл пуррисем унта сывлăха тĕрĕслеме пултарĕç. Эпĕ эрех-сăра ĕçместĕп, пирус туртмастăп, çавăнпа сывлăхăм та çирĕп. Çур ĕмĕр хыçа хăвартăм пулин те чупса çÿретĕп-ха, - терĕ Елизавета Васильевна. - Сире, фестивале хутшăнакансене, ăнăçу сунатăп. Пултарулăха пур енлĕн кăтартăр.

Сывлăх центрĕн ушкăнĕн палатки умĕнчи черет татăлмарĕ. Специалистсем смокелайзер пулăшăвĕпе пирус туртаканăн сывласа кăларакан сывлăшри йÿçек газăн виçине палăртрĕç.

Альтернативлă культурăсен фестивальне Чулхула, Самара, Йошкар-Ола коллективĕсем хутшăнчĕç. Ăмăрту кÿлмекĕн скейт-паркпа паркур зонинче пуçланчĕ. Малтан скейтбордистсем ăмăртрĕç. Пĕрремĕш вырăна Кирилл Шашкаров /Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕ/, иккĕмĕшне - Иван Иванов /Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕ/, виççĕмĕшне - Никита Чинаев /Шупашкарти 27-мĕш шкул вĕренекенĕ/ йышăнчĕç. BMX /Bike Modifid for eXtreme/ дисциплинăра Андрей Вишняков /Йошкар-Ола/, Александр Никитинпа /Шупашкарти 47-мĕш шкул/ Дмитрий Ефимов /Шупашкарти 2-мĕш лицей/ мала тухрĕç.

Концерта «Квазар Музыка» /Чулхула/, «Беспардонные и Доник» /Самара/ рэп-ушкăнсем, Наташа Виноградова /Йошкар-Ола/, Zeep /Улатăр/, «Ацтеки», Монток, IXI, J-Bass, CBX, Мэтра Мачете, Russian Revolution, Diversia, Aboom, Морфий, Фликер /Шупашкар/, Tim Best, Fake Stars /Çĕнĕ Шупашкар/, Суравый /Етĕрне/ хутшăнчĕç. «Рэп» номинацире Diversia çĕнтерчĕ. Брейк-ташăра 13 батл иртрĕ. Финалта bboy Горбатыйпа /born2break/ bbay Ray /Шупашкар rokerz/ тĕл пулчĕç. bbay Ray чи вăйли пулнине ĕнентерчĕ.

Унсăр пуçне «СОК» рок-концертпа асра юлчĕ. Сцена çине «Река времени», «Минздрайв», «15 суток», «Курица лапой» ушкăнсем тухрĕç. Мускавран çитнĕ «ГДР» рок-ушкăн та пухăннисене савăнтарчĕ.

Чăваш ăстисем

мала тухрĕç

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче моторлă пăчкăпа кÿлепе ăсталакансен пĕтĕм тĕнчери II фестивалĕ “Шупашкар: 500 çул” кану паркĕнче иртрĕ. Вут пуленкине Мускав, Тула облаçĕсенчен, Украинăран, Белоруçран, Тутарстанран, Чĕмпĕр хулинчен килнĕ хăнасем “чун кĕртрĕç”. 15 ăмăртуçăна 8 ушкăна уйăрчĕç. Вĕсем 45 минутра юмах-халапри сăнарсене касса кăларчĕç. Питтсбург хулин ăстисен гильдийĕн президенчĕ Джозеф Кинг фестивальте вăй виçнĕ ÿнерçĕсенчен тĕлĕннине пытармарĕ. Уйрăмах Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ Алексей Казаковпа Артем Смирнов çĕнтерÿçĕсен пултарулăхне палăртрĕ. Вĕсем çамрăк пулин те ытти регионтан килнĕ вун-вун çул йывăç эрешлесе касакансемпе тивĕçлĕ ăмăртрĕç. “Вут кайăкĕ” тата “Конек-горбунок” кÿлепесене куракансем те, жюри те пысăк хак пачĕ. Пĕрремĕш вырăна тухнă Чăваш Ен ушкăнне бензопăчкă парнелерĕ. Иккĕмĕш вырăншăн - электроçава, виççĕмĕшĕшĕн - электропăчкăпа хавхалантарчĕ.

Казаксем тĕлĕнтерчĕç

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Шупашкар: 500 çул» парка халăх йышлăн пухăнчĕ. Унта А.И.Тихонов ячĕллĕ лаша спорт шкулĕн вĕренекенĕсем ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Чăваш Республикин казаксен общини хула çыннисемпе хăнасене хăйне евĕр саламларĕ. Пухăннисем юлан утçăсен пултарулăхне пахалама пултарчĕç. Каччăсем хĕçпе тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçларĕç, хĕрсем те вĕсенчен юлмарĕç - урхамах çинче тĕрлĕ хускану турĕç. Виçĕ лаша çинче ултă хастар йĕркеленĕ пирамида мĕне тăчĕ тата! Уява пуçтарăннисем тĕлĕннине пытармарĕç, кунашкаллине сайра хутра курăн. Çерем çине тухнă ăратлă ăйăрăн кашни хусканăвне куç сиктермесĕр йĕрлес килчĕ. Кăмăл тăвакансем Февральпе сăн ÿкерĕнчĕç.

Олимп чемпионĕ Александр Тихонов биатлонист уяв ячĕпе Чăваш Республикине урхамах парнелерĕ. Витере Раççейĕн чи вăйлă юлан учĕпе Февральпе юнашар ăратлă тепĕр ăйăр тăрĕ.

Туслăх çĕнтерчĕ

Тĕп хуламăрти «Олимпийский» стадионра ветеран-футболистсен юлташла тĕл пулăвĕ иртрĕ. Хусанти «Рубин» футбол клубĕн тата Шупашкар хула футбол командин ветеранĕсен матчĕ пуçланас умĕн пухăннисене Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Хула кунĕн уявĕпе ăшшăн саламларĕ. Республикăра халăха спортăн массăллă енĕсене хутшăнтарасси тĕллевлĕн пурнăçланнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче кăна пур район центрĕнче те паянхи ыйтусене туллин тивĕçтерекен физкультурăпа спорт комплексĕсене хута янă. Тĕп хулара хальтерех Пăр керменĕн никĕсне хывнă.

- Спорт халăха пĕтĕçтерет, - терĕ республика ертÿçи. - Матча килнисене тав тăватăп. Хамăр футболистсемпе хăнасемшĕн «чирлĕпĕр».

Хăнасен командин йышĕнче Хусанти футбол академийĕн президенчĕ Сергей Харламов, Марат Хайруллин, Рубин Равилов, Ильдар Рахматуллин, Айрат Гайнуллин вылярĕç. Вĕсем çĕр-шыври футбол аталанăвĕнче йĕр хăварнă. Пĕрремĕш тапхăрта пĕрремĕш гола Александр Семенов тапса кĕртрĕ. Иккĕмĕш тапхăрта Рамиль Харисов шута танлаштарчĕ. Çапла вара вăйă 1:1 шутпа вĕçленчĕ.

Любовь ПЕТРОВА

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна