Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Тухтăрсене – миллион («Голос крестьянина (Хресчен сасси)», Чебоксары )

Ялта ĕçлеме килĕшекен çамрăк врачсене малашне миллион тенкĕ «подъемнăй» параççĕ. Кун пирки РФ премьер-министрĕ Владимир Путин «Единая Россия» партин регионсен хушшинчи конференцийĕнче каланă.

Патшалăх пулăшăвĕпе çамрăксем çурт-йĕр çавăрма, кулленхи пурнăçри çивĕч ыйтусене татса пама пултараççĕ. Анчах та укçана илнипе çеç çырлахмалла мар, специалистăн ялти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче пилĕк çултан кая мар вăй хумаллине палăртнă В.Путин.

Асăннă программа 2012 çулхи январь уйăхĕнчен вăя кĕрĕ. Вăл ăнăçлă ĕçлесен ăна малашне те тăсма палăртаççĕ.

Ялти врачсене пулăшма 11 млрд тенке яхăн укçа кирлĕ пулать. Премьер-министр пĕлтернĕ тăрăх укçа-тенке федераци тата вырăнти бюджетсенчен уйăрмалла. «Вырăнти медиксен пурнăçне лайăхлатма тăрăшакан регионсене эпир чи малтан пулăшатпăр», – тенĕ Владимир Путин.

Хальхи вăхăтра Раççейри ялсенче 41 пин врач вăй хурать. Вĕсенчен 6, 5 пинĕшĕ çеç – çамрăк специалист. Ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче пĕтĕмĕшле 66 пин тухтăр çитмест. Чăваш Енре те специалистсем çителĕксĕр. Акă, сăмахран, Елчĕк район больницинче – 11, Патăрьелĕнче 20 специалист çитмест. Ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче тухтăрсен 88, 3 проценчĕ ĕçлет, ытти медицина ĕçченĕн – 97, 5 проценчĕ.

Патăрьел больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков каланă тăрăх иртнĕ çул кунта пилĕк специалист килнĕ, кăçал вара пĕрре çеç. 2010 çулта çамрăк икĕ врача çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. «Яла килекен тухтăрсене миллион парас шухăша ырлатăп, – терĕ Николай Антонович. – Ку укçа-тенкĕпе пирĕн тăрăхра, сăмахран, çурт-йĕр туянма пулать. Çемье çавăрсан, ĕç пулсан – çынна тата мĕн кирлĕ;» Н. Тинюков хăй те маларах хулара ĕçлесе пурăннă, каярахпа вара яла куçса килнĕ. «Çакăншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп», – тет вăл.

Тухтăр профессине суйласа илнĕ çамрăксем асăннă тăрăхра чылай. Вĕсем тĕрлĕ хулари аслă шкулсенче вĕренеççĕ. Анчах та, Николай Антонович каланă тăрăх, вĕсем тăван тăрăха ĕçлеме таврăнасшăн мар иккен. Унсăр пуçне больницăра вăй хуракан врачсем те Мускава туртăнма пуçланă. Юлашки икĕ çулта тăватă специалиста çухатнă Патăрьелсем. «Ĕçлетпĕр те пенсие тухас чухне каялла таврăнатпăр», – теççĕ вĕсем, – пĕлтерет тĕп врач. – Регионсенчи тата Мускаври ĕç укçи пĕрешкел пулманни чăрмав кÿрет. Пирĕн патра тухтăрсен вăтам ĕç укçи – 19 пин те 300 тенкĕ. Мускавра вăл виçĕ-тăватă хут пысăкрах».

Мĕн тăвăн; Пулă – тарăнрах, çын лайăхрах вырăн шырать. Шел пулин те, пултаруллă, ăста тухтăрсем пăрахса каяççĕ республикăран. Маттур çын вара тĕп хулара та çухалмасть, хăй вырăнне тупатех. Тен, патшалăх пулăшăвĕ çамрăк специалистсене яла çавăрса илсе килĕ; Тем пекехчĕ.

Валентина МАКСИМОВА.

 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна