Прямая линия

Всероссийская Премия «Благое дело»

Выступление В.В. Путина на совещании по перинатальным центрам и региональным программам модернизации здравоохранения





Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем работника прокуратуры Российской Федерации

Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

 

Право сыхлавĕн çирĕп тĕрекĕ пулнă май, прокуратура ĕçченĕсем граждансен прависене хÿтĕлес ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ, патшалăх интересĕсене шанчăклăн сыхлаççĕ. Терроризмпа, экстремистла пулăмсемпе, коррупци сулăмĕллĕ преступленисемпе кĕрешессине координацилесси – çакă прокуратурăн пысăк калăпăшлă тата содержанийĕ тĕлĕшĕнчен питех те кăткăс ĕçĕ-хĕлĕ.

Тивĕçе туйни, пысăк яваплăхлă пулни, тÿрĕлĕх тата принциплăх прокуратура ĕçченĕсен улшăнми лайăх енĕсем шутланаççĕ. Прокурор тивĕçĕ сире çирĕп дисциплинăллă, питех те тÿсĕмлĕ пулма, пулăмсене тĕрлĕ енчен тишкерсе хак пама тата професси ăсталăхне тăтăшах ÿстерме хистет. Эсир хăвăрăн служба тивĕçĕсене чыслăн тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр.

Республика прокуратури саккунлăхпа йĕркелĕхе çирĕплетес, хăрушсăрлăха тивĕçтерес, çыннăн тата гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе тытăмлăн ĕçлет.

Саккун хуралĕнче тăнă май, эсир хăвăр суйласа илнĕ ĕçе малалла та чыслăн пурнăçласа пырасса, власть ят-сумне çирĕплетме пулăшасса тата профессин чи кăткăс тĕллевĕсене те пурнăçлама пултарасса шанса тăратăп!

Прокуратурăн мĕн пур ĕçченĕпе ветеранне çирĕп сывлăх, çемьере телей тата малашнехи çитĕнÿсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                            М.Игнатьев

 

 

 

Уважаемые работники и ветераны прокуратуры Чувашской Республики!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

 

Являясь оплотом правоохранительной системы, сотрудники прокуратуры вносят весомый вклад в дело защиты прав граждан, твердо отстаивают интересы государства. Координация борьбы с терроризмом, экстремистскими проявлениями, преступлениями коррупционной направленности – это большая по объему и сложная по содержанию деятельность прокуратуры.

Чувство долга и высокая ответственность, справедливость и принципиальность являются неотъемлемыми качествами работников прокуратуры. Миссия прокурора требует от вас строгой дисциплины, безукоризненной стойкости, комплексного подхода и постоянного повышения уровня профессиональной квалификации.  Вы честно и добросовестно подходите к исполнению своих служебных обязанностей.

Прокуратура республики ведет системную работу по укреплению законности и правопорядка, обеспечению безопасности, реализации прав и свобод человека и гражданина.

Уверен, что находясь на страже закона, Вы сохраните преданность выбранному делу, будете способствовать укреплению авторитета власти и решите самые сложные профессиональные задачи!

Желаю всем работникам и ветеранам прокуратуры крепкого здоровья, семейного благополучия, дальнейших успехов.

 

Глава

Чувашской Республики                  М. Игнатьев


 

Карта сайта •
Архив •

Тема


Выборы - 2011

Загружается, подождите...

Актуально


IT-прорыв

Качество жизни. Здоровье

Новые дороги городов "Единой России"







  © Copyright "Единая Россия" 2005-2008. Все права на материалы, находящиеся на сайте, охраняются в соответствии с законодательством РФ.
При полном, либо частичном использовании материалов ссылка на edinros.ru обязательна